Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +16.3 °C
Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсен ҫыххи: Ял пурнӑҫӗ

Ял пурнӑҫӗ
Москакассинчи уяв
Москакассинчи уяв

Муркаш районӗнчи Москакасси ял тӑрӑхӗнче ҫамрӑксен уявне ирттернӗ. Ӑна йӗркелеме унти яш-кӗрӗмпе хӗр-упраҫ хастар хутшӑннӑ.

Вӗсемех уяв вырӑнне ҫулса тирпейленӗ, сценӑна сӑрланӑ, музыка аппаратурине, кирлӗ ытти хатӗр-хӗтӗре вырнаҫтарнӑ.

Мероприятире пӗчӗк ачасенчен пуҫласа ваттисем таранах савӑнма пултарнӑ. Вырӑнти тӳре-шара та унта пырса ҫитнӗ. Маларах вара лотерея та выляттарнӑ, тӗрлӗ спорт ӑмӑртӑвӗ йӗркеленӗ, Шупашкартан клоунсене чӗнсе илнӗ. Темиҫе теҫетке ҫул каяллахи юрӑсене янӑратнӑ май ташлаканӗ ташланӑ, пӑхса тӑраканӗ пӑхса тӑнӑ.

Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ Г.Г.Голубева пӗлтернӗ тӑрӑх, спонсорсемсӗр иртмен ку уяв. Ҫавӑнпа та вӑл вӗсене уйрӑмах тав тунине пӗлтерет.

 

Ял пурнӑҫӗ

Вӑрнар районӗнчи Пӑртас ялӗнче 1934 ҫулхи авӑнӑн 28-мӗшӗнче кулаксем вӗлернӗ Гордей Пылина халалланӑ палӑка юсаса ҫӗнетнӗ.

Пылин Гордей Кириллович 1898 ҫулта Тулти Пӑртас (халь Пӑртас ялне кӗрет) ялӗнче ҫуралнӑ. Шалти Пӑртас (вӑл та халь Пӑртас ялӗ шутланать) ял халӑхӗпе пӗрле икӗ ялта «Гигант» калхус йӗркеленнӗ. Чи малтанхи председателӗ пулма Гордей Кирилловича шанса панӑ. 1932 ҫулхи ака уйӑхӗнче ӑна Пӑртас ял совечӗн председательне суйланӑ. 1934 ҫулхи авӑнӑн 28-мӗшӗнче Пӑртас ялӗнче, ирхи пухура патшалӑха ҫӑкӑр сутассине сӳтсе явнӑ хыҫҫӑн таврӑнаканскере, пӑшалтан персе вӗлернӗ.

Пӗрремӗш председателе халалласа палӑка 1963 ҫулта туса лартнӑ. 1990-мӗш ҫулсенче тивӗҫлипе пӑхманнине кура вӑл юрӑхсӑра тухма тытӑннӑ. Палӑка ҫӗнетсе юсас шухӑшпа Пӑртас ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Николай Петров тухнӑ. Укҫа-тенкӗне хӑй, вырӑнти усламҫӑсем тата ял халӑхӗпе пӗрле пухнӑ. Палӑка юсас ӗҫе Алексей Егоров тунӑ, ӑна ял халӑхӗ те май ҫитнӗ таран пулӑшнӑ.

 

Ял пурнӑҫӗ

Елчӗк районӗнчи Кивӗ Арланкасси ялӗ наци йӑли-йӗркине упрама тӑрӑшать. Утӑ уйӑхӗн 16-мӗшӗнче вӗсем ял уявне паллӑ тунӑ. Туслӑ халӑх наци тумне тӑхӑнса тухнӑ.

Уяв лапамӗнче хӑнасене ҫӑкӑр-тӑварпа, юрӑ-ташӑпа кӗтсе илнӗ, наци апат-ҫимӗҫне тутанма сӗннӗ.

Чи малтанах Ҫӗнӗ кас, Кушкӑ кас, Кивӗ кас урамӗсенче пурӑнакансем юрласа утнӑ. Унтан уява сумлӑ хӑнасем салам сӑмахӗ каласа уҫнӑ.

Сцена ҫинче пысӑк концерт йӗркеленӗ. Халӑх чӑтса тӑрайман — ташша тухнӑ. Йӑлана кӗнӗ тӑрӑх, чи вӑйлисем спортӑн тӗрлӗ тӗсӗнче вӑй виҫнӗ.

Юлашкинчен пӗтӗмлетӳ тунӑ. Хӑнасем чи таса урама, чи пуян сӗтеле палӑртнӑ. Кушкӑ кассисене ҫитекенни пулман.

 

Ял пурнӑҫӗ

Вӑрнар районӗнчи Хурапыр Юнтапа ялӗнчи халӑх уяв йӗркеленӗ. Ҫынсем чӑваш тумӗ тӑхӑнса лапама васканӑ.

Уяв лапамӗнче сӗтел хатӗрленӗ, вӗри шӳрпе лартнӑ. Уява ял тӑрӑхӗн депутачӗ Галина Васильева ертсе пынӑ. Хурапырсене саламлама Вӑрнар район пуҫлӑхӗ Леонид Николаев, Нурӑсри вӑтам шкул директорӗ Татьяна Ефимова, Юнтапари ял хуҫалӑх предприятийӗн ертӳҫи Петр Трифонов тата ытти хӑна ҫитнӗ.

Чи маттуррисене ял тӑрӑхӗн хисеп хучӗпе чысланӑ. Ӗҫ ветеранӗ Илья Степанов Хурапыр ял историйӗпе паллаштарнӑ.

Уява пухӑннисене пултарулӑх ушкӑнӗсем юра-ташӑпа савӑнтарнӑ. «Утмӑлтурат» ветерансен ушкӑнӗ «Алран кайми аки-сухи» юрӑ пуҫласан, уяври ҫынсем пурте ура ҫине тӑнӑ. Ача-пӑча валли вара вылямалли лапам йӗркеленӗ.

 

Ял пурнӑҫӗ

Муркаш районӗнчи Мӑн Токшик ялӗнче пысӑк уяв кӗрленӗ. Вӗсене саламламашкӑн Чӑваш наци конгресӗн президенчӗ Николай Угаслов килсе кайнӑ.

Савӑнӑҫлӑ уява ваттисем те, вӗттисем те пухӑннӑ. Уяв лапамне сӗтел лартнӑ, унта ҫӑкӑр-тӑвар, кукӑль таврашӗ вырнаҫтарнӑ. Хуранра шӳрпе вӗретнӗ.

Уява аякка саланнӑ ентешӗсем те ҫитнӗ. Вӗсем тӗл пулса калаҫнӑ. Николай Угаслов вара ял пурнӑҫӗпе паллашнӑ, халӑхпа калаҫнӑ, ял историйӗпе кӑсӑкланнӑ.

Мӑн Токшике пӗртӑван Малинасем, «Асамлӑ ҫӗршыв», «Шупашкар» ушкӑнсем ҫитнӗ. Уяв лапамӗнче алӗҫсен куравне йӗркеленӗ, спорт ӑмӑртӑвӗсем ирттернӗ.

 

Ял пурнӑҫӗ

Ҫӗмӗрле районӗнчи Уйпуҫ Ялтӑра ялӗнче пурӑнакансем аптӑранӑ. Вӗсен ӗнисене ниҫта та шӑварма ҫук.

Плотинӑна тата ун ҫывӑхӗнчи ҫӗре усламҫӑ тара илнӗ. Унта – канмалли вырӑн, плотина вара – пулӑ тытмалли. Ҫав вырӑнта халӗ канма килекен ҫынсем хуҫаланаҫҫӗ. Ара, вӗсем укҫа тӳлесе кӗреҫҫӗ вӗт унта. Ял халӑхӗн вара тӑван ҫӗрӗ ҫинче ӗнисене шыв ӗҫтермелли вырӑн юлман.

Пӗррехинче виҫӗ арҫын сиксе тухнӑ та ӗнисене пусассипе хӑратнӑ. Кӗтӳҫе вара хӗненӗ. Василий Петров кӗтӳри ӗнисене шыв ӗҫтересшӗн ҫеҫ пулнӑ. Туристсене ку килӗшмен. Сӑмахпа каланипе ҫырлахман – кӗтӳҫе хӗненӗ: пӗри питӗнчен ҫапнӑ, тепри – мӑйӗнчен. Василий Петрова кӳршисем хӳтӗлеме тӑнӑ. Чутах ҫапӑҫу пуҫланман ун чухне.

Ӗнесене ҫитермелли вырӑн та юлман. Унта туристсем канаҫҫӗ. Ытти ҫӗртре вара ӗне кӗртме юрамасть – вӑл ял хуҫалӑх пӗлтерӗшлӗ ҫӗр.

Канмалли кунсенче плотина ҫывӑхне вун-вун урапа килет. Туристсем ӗнесене курсан киревсӗр сӑмахсемпе перкелешме те именмеҫҫӗ. Халӑх вырӑнти администрацие кун пирки ҫӑхавланӑ, анчах лешсем нимӗн те тӑваймаҫҫӗ. «Чӑваш Ен» ПТРК журналисчӗсем килсен лару-тӑрӑва уҫӑмлатма шантарнӑ-ха вӗсем…

Журналистсем усламҫӑпа телефонпа ҫыхӑннӑ.

Малалла...

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://chgtrk.ru/?c=view&id=13286
 

Ял пурнӑҫӗ

Нумаях пулмасть Муркаш районӗнчи Очӑкасси ялӗ пысӑк уявне паллӑ тунӑ. Яла летопиҫре асӑннӑранпа 421 ҫул ҫитнӗ.

Уява паллӑ тума очӑкассисем тӗплӗн хатӗрленнӗ. Урамсене илемлетнӗ, ҫынсен алӗҫӗсен куравӗсене йӗркеленӗ. Сӑмах май, Очӑкасси ялӗ пулса кайни Хусан ханлӑхӗнченех пырать. Отучевсен йӑхӗ пулнӑ: Отуч тата Кадыш пиччӗшӗпе шӑллӗ.

Ял кунне хӑна нумай пухӑннӑ. Елена Пучковӑн ӗҫӗсемпе кӑсӑкланакан нумай пулнӑ. Унӑн вӗтӗ шӑрҫаран тунӑ ӗҫӗсем питӗ илемлӗ курӑннӑ. Григорий Михайлов пробкӑсенчен панно тунӑ.

Пултарулӑх ушкӑнӗсем сцена ҫинче юрӑ-ташӑпа савӑнтарнӑ. Унта ытти ялсенчи пултарулӑх ушкӑнӗсем те килнӗ.

 

Ял пурнӑҫӗ

ЧР Прокуратури пӗлтернӗ тӑрӑх, Чӑваш Енри пӗр ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхне санкцилемен свалкӑшӑн административлӑ майпа явап тыттарнӑ. Анчах питех нумай штраф паман ӑнӑ.

Ку Патӑрьел районӗнчи Нӑрваш Шӑхаль ялӗнче пулнӑ. Ведомство ҫутҫанталӑка сыхлас саккуна мӗнле пӑхӑннине тӗрӗсленӗ.

Прокуратура Нӑрваш Шӑхаль ялӗ ҫывӑхӗнче санкцилемен свалка пуррине тупса палӑртнӑ. Унта ҫӳп-ҫап, производство каяшӗ пӑрахнӑ.

Йӗркене пӑснӑшӑн ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхне административлӑ майпа явап тыттарнӑ. Ӑна 700 тенкӗ штраф тӳлемелле тунӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/news/34448
 

Ял пурнӑҫӗ

Патӑрьел районӗнчи Каншел ялӗн ҫыннисем пӑшӑрханса ӳкнӗ. Ялти пӗр урама Пӑла юханшывӗ тӗп тума пултарать. Ҫыранӗ кашни ҫул йӑтӑнса пахчасем патне ҫывхарать.

Чылай пахча ҫырма хӗрринче ӗнтӗ. Хӑйсене вулкан ҫинче пурӑннӑ пекех туяҫҫӗ. Пӑла — пысӑках мар юханшыв. Анчах ҫынсен пахчине тӗп тума пултарать вӑл.

Акӑ Владимир Кирилловӑн пахчи Пӑлана пула катӑлнӑ. Унӑн 30 сотка ҫӗр лаптӑкӗ пулнӑ, халӗ — 15. Анчах кама айӑпламалла? Ҫыран ҫурт хӗрринех ҫывхарать.

Пӗррехинче чутах тиха ҫырмана ӳкмен. Ку ҫумӑр ҫунӑ вӑхӑтра пулнӑ. Ҫӗрулми те ҫырмана каять. Ҫумӑр ҫунӑ вӑхӑтра тата юр кайнӑ чухне уйрӑмах хӑрушӑ. Вырӑнти администраци ку ҫитменлӗхе пӗтермешкӗн нимӗнле ӗҫ те тумасть теҫҫӗ. Кунта специалистсем тата укҫа-тенкӗ кирлӗ. Пилӗк ҫул каялла тӳре-шара проект хатӗрленӗ, ӑна пур инстанци те ырланӑ. Анчах ҫырансене ҫирӗплетес плана ял 2011 ҫулта кӗмен.

Вырӑнти влаҫ федераци хыснинчен укҫа килессине кӗтмеллине калать. Анчах халӑх питӗ пӑшӑрханать: ун чухлӗ кӗтме вӑхӑт ҫук.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://www.chgtrk.ru/?c=view&id=13201
 

Ял пурнӑҫӗ

Ҫак кунсенче Шӑмӑршӑ районӗнчи Ярӑслав ялӗ хӑйӗн уявне паллӑ тунӑ. Ял пӗчӗкех мар — 205 хуҫалӑх, унта 407 ҫын пурӑнать. Туслӑ халӑх ял уявне хаваспах пухӑннӑ.

Малтанах ял халӑхне вырӑнти тӳре шара саламланӑ. Ярӑславсене саламлама ытти тӑрӑхран та килнӗ. Халӑх Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче пуҫ хунӑ ентешсене манмасть. Малтанах вӗсем палӑк умне чечексем хунӑ.

Ял пурнӑҫӗшӗн нумай тӑрӑшакансене, хастарлӑхӗпе палӑрнисене парнесемпе, грамотӑсемпе чысланӑ. Ялти вулавӑш литература монтажӗ хатӗрленӗ. Сцена ҫинче вырӑнти юрӑҫсем, чӑваш этрада артисчӗсем илемлӗ юрӑсем шӑрантарнӑ.

Спорт мероприятийӗсӗр иртмен паллах. Волейбол лапамӗнче урамсем пӗр-пӗринпе ӑмӑртнӑ. Уявра пурне те шӳрпепе хӑналанӑ. Савӑнӑҫлӑ мероприяти ташӑ каҫӗпе тата фейерверк янипе вӗҫленнӗ.

 

Страницӑсем: 1 ... 19, 20, 21, 22, 23, 24, 25, 26, 27, 28, [29], 30, 31, 32, 33, 34, 35, 36, 37, 38, 39, ...71
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

1 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (04.06.2025 03:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 745 - 747 мм, 13 - 15 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Хӑвӑрӑн принципсене ӗнентерме тивӗ. Сире никам та ӑнланмасть пек туйӑнӗ. Анчах апла мар. Тавралла пӑхӑр. Таҫта юнашар сирӗн шухӑшсемпе килӗшекен союзник пур, вӑл сире пулӑшӗ. Эрнен иккӗмӗш ҫурри пысӑк япала туянма, коммерци ӗҫӗсем тума ӑнӑҫлӑ.

Ҫӗртме, 03

1929
96
Сергеев Леонид Павлович, чӑваш чӗлхеҫи ҫуралнӑ.
1934
91
Ахрат Иван Васильевич, чӑваш ҫыравҫи, сӑвӑҫи, журналисчӗ ҫуралнӑ.
1952
73
Иванов Виталий Петрович, этнограф, истори ӑслӑлӑхӗсен докторӗ ҫуралнӑ.
2009
16
Никитин Вячеслав Никитич, РСФСР тава тивӗҫлӗ юрисчӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
2012
13
Комсомольски районӗнчи Урмаелте «Кара Пулат» мичете уҫнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫа арӑмӗ
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуҫа тарҫи
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫа хӑй
хуть те кам тухсан та
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
кил-йышри арҫын